ВĂРМАН - халăх пуянлăхĕ, ăна çитĕнтерме май туса памалла, сиен тăвакансенчен, пушартан сыхламалла тата ытти те. Шел пулин те çут çанталăка, тавралăха, вăрмана сыхлассипе çыхăннă çирĕп йĕркесене пурнăçламанни, пăхăнманни те тĕл пулать-ха. Çак кунсенче Чăваш Республикин çут çанталăк министерствин "Лесная охрана" хысна учрежденийĕн Шăмăршă лесничествин (ертỹçи Г. Фомин) инспекторĕсем Нăрваш Шăхаль тата Турхан ял тăрăхĕсенче пулнă, çынсене вăрман законодательствине пурнăçламалли йĕркепе, саккуна пăсса йывăç касакансем мĕнле явап тытма пултарнипе паллаштарнă. Калаçура инспекторсем вăрманта пушар хăрушсăрлăхне, санитари йĕркине çирĕп пăхăнмаллине, явапсăрлăх пысăк тăкак туса хума пултарнине те аса илтернĕ.
Ноябрь 2024 |