Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Енри энерги сутакан компанин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорĕпе Дмитрий Гавриловпа тĕл пулнă. Вĕсем хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта тăвакан ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, муниципалитетра энергосистема ĕçĕнче юлашки çулсенче йĕркене пăснине шута илмен, тĕрлĕ харпăрлăх тата бюджет предприяти-организацин электроэнергипе усă курнăшăн тỹлевпе вăхăтра татăлаççĕ.
Тĕл пулура çавăн пекех электроэнергие вăрлакансене хирĕç эффективлăрах кĕрешме май паракан электричество энергине шутлакан системăсемпе приборсене пырса тивекен хушупа çыхăннă саккунри улшăнусене те сỹтсе явнă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |