"Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă кашни салтака асра тытса пĕр самант шăп тăрас пулсан, тĕнчере пурнăç 50 çуллăха чарăнса ларĕччĕ", - тесе вуланăччĕ эпĕ пĕррехинче социаллă сетьре. Чăннипех те эпир - мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнакансем -вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра.
Акă, Тутар Сăкăт ялĕнчи Минетдин Ямалетдинович Аитов та фронта кайма ят тухсан тăван килĕнчисемпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашас пирки шутламан та пулĕ. Хăрушă вăрçă вара хăйĕннех тунă - 1943 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Белоруссинчи Витебск хулине фашистсенчен ирĕке кăларнă чухне Минетдин пуçне хунă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне 2 уйăхра пулнă Равиль паян хăй те асатте-кукаçи ятне илнĕ. Çĕнтерỹ хыççăн амăшне такам хăратса: "Вăрçăра вилнисен пирки килте нимĕнле информаци те усрама юрамать, тĕрмене хупаççĕ", - тенĕ. Ял хĕрарăмĕ ачисем хăр тăлăха юласран хăранă-ши, мăшăрĕн çырăвĕсене те, сăн ỹкерчĕкĕсене те çунтарса янă. Хăйсен тăван çыннин сăнарне Аитовсем чĕрисенче çеç упранă. Ют çĕрте выртса юлнă Минетдин хĕрлĕ армеецăн чунĕ вара лăпланман - ăрăва малалла тăсакансем валли хăйĕн пирки 77 çултан пулсан та хыпар çитерме май тупнă вăл.
Ульяновскинчи "Набат" шырав ушкăнĕ пирĕн ентеш тăшмана хирĕç çапăçнă вырăнсенче "Аитов" тесе чĕрсе çырнă кашăк тупнă. Истори докуменчĕсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вăл Чăваш Республикинчи Тутар Сăкăт ялĕнчен тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă Минетдин Ямалетдинович Аитов рядовойăн пулнине тупса палăртнă. Çак кунсенче вара Аитовсен çемйине сумлă лару-тăрура ашшĕн кашăкне пачĕç.
Асăну мероприятине Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкула Ульяновскри "Набат" шырав ушкăнĕн членĕ Роман Егорович Бодряков, Аитов Минетдинăн ывăлĕ Равиль, мăнукĕсем, тăванĕсем килсе çитрĕç. Вĕренекенсем хăнасене вăрçă вăхăтĕнчи юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, Гельнур Сабитова директор çак тĕл пулăва шкулти акт залĕнче йĕркелени вĕсемшĕн пысăк чыс пулнине пĕлтерчĕ.
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене пурне те тупса, тирпейлесе пытармасăр вăрçă пĕтмест. Вуншар çул хăйсен çывăх çыннисем пирки пĕр хыпарсăр пурăнакансем пур. Шăпах шырав ĕçĕсенче çав салтаксен медальонне, усă курнă япалисене тупса пама тăрăшатпăр. Вăрмансемпе юшкăнлă вырăнсенче çỹреме çăмăлах мар. Анчах та тупнă япаласен хуçисен тăванĕсен телейлĕ сăн-питне курсан темиçе çухрăм çуран утни, çумăр айĕнче йĕпенни, шырав вăхăтĕнче тĕл пулакан тата ытти йывăрлăхсем пурте манăçаççĕ. Пирĕн, паянхи ăру çыннисен, кашни салтак ятне асра хăварма тăрăшмалла. Ан тив, тен çапăçу хирĕнче вăл нумаях та пулайман, çапах та хĕç-пăшалпа авăрланнă тăшмана хирĕç атакăна тăма пултарни хăйех паттăрлăх шутланать, - терĕ Роман Егорович.
Çавăн пекех Р. Бодряков Тутар Сăкăчĕн паттăр салтакĕн Минетдин Аитовăн кашăкĕпе пĕрлех "Шагнувшие в бессмертие" медале унăн ывăлне пачĕ. Равиль Минетдинович савăнăçне пытармарĕ, ашшĕн вил тăприйĕ умĕнче пуç таймасан та тинех тăван килте ăна аса илтерекен япала упраннишĕн, ачисемпе мăнукĕсене пехиллесе хăварма май пурришĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Шкул музейĕ валли те "Набат" ушкăнран парнесем пулчĕç: салтак каски, фляжка, котелок, кĕреçе пайĕ... Гельнур Нурулловна шкул директорĕ аякран килнĕ хăнана кăсăклă калаçушăн тав турĕ, малашне те шкулпа çыхăну тытасса шаннине пĕлтерчĕ.
Н. НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |