Кашни халăхăн вилĕмсĕр паллă кунĕсем тата асран кайми вырăнĕсем пур. Вĕсем халăх асĕнче ĕмĕр упранаççĕ.
Эпир хамăрăн мăн асаттесен ăрăвĕсен хăюллăхĕпе хавхаланса мăнаçланатпăр. Александр Невский авалхи Раççейĕн чи чаплă çар пуçлăхĕсенчен пĕри пулнă. 1240 çулта вырăс çĕрне шведсем тапăнса кĕнĕ. Вĕсен çарне вырăссем хĕстернĕ. Шведсем чăтаймасăр тарнă. Нева юханшывĕ çинчи çапăçу Раççейĕн çурçĕр хĕвеланăç çĕрĕсене шведсенчен тата нимĕç феодалĕсенчен хỹтĕлесе хăварнă. Çакăн хыççăн Александр княçе "Невский" хисеплĕ ят панă. 1242 çулта апрелĕн 5-мĕшĕнче Чуд кỹллинче А. Невский çарĕсем нимĕç крестоносечĕсене тĕпрен аркатса пăрахнă. Çак çĕрсене çухатнă пулсассăн вырăс патшалăх татăклăн уйрăлса кайни патне çитме, наци ирĕклĕхне, культурине çухатма пултаратчĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн православи чиркĕвĕ Александр Невские çветтуйсен йышне кĕртнĕ.
Февралĕн 23-мĕшĕ - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ. Тăшмансем вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕрлĕ енчен тапăннине Раççей халăхĕ авалтанах ăнăçлă сире-сире янă.
Ĕмĕртен арçынсем çĕршыв хỹтĕлевçисем пулнă, апла пулсан чăннипех çакă "Арçынсен кунĕ".
В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ
Ноябрь 2024 |