Виç кĕтеслĕ салтак çырнă çырăвĕ Ман кукаçи, Емельян Никифорович Краснов, Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1943 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче Ленинград хулине хỹтĕлесе паттăрла вилнĕ. Ăна Ленинград облаçĕнчи Пулково масарне пытарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Пулнă кукаçи хăй вăхăтĕнче. Ленинграда хỹтĕленĕ çĕрте Пуçне хунă çапăçу хирĕнче. Инçетри Чăваш çĕрĕнче Юлнă мăшăрĕпе ачи килĕнче. Кашни кун вăрçă хирĕнчен Кĕтнĕ вĕсем виç кĕтеслĕ çырусем.
"Вăрçă! Мĕнле хăрушă иккенне
Пĕлĕн эс ху куçупа курсан çеç.
Пĕр май вилĕм куçран пăхнă чух
Сыв юласси пирки шанчăк çук".
Çапла пĕлтерет салтак вĕсене Тăван ялта кĕтекен çывăх çынсене. Виç кĕтеслĕ сарăхнă хут çине Çырнă вăл юлашки йĕркесене. Ял варринчи Çĕнтерỹ паркĕнче Кукаçин ячĕ те пур палăк çинче. Кашни çул майăн 9-мĕшĕнче Асăнатпăр пуç тайса паттăрсене.
Леонид Пестров. Кĕçĕн Арапуç ялĕ
Ноябрь 2024 |