Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем Куславккари "Транзит-сити" парнисемшĕн шывра ишессипе йĕркелекен ăмăртăва хутшăнчĕç. Унта Хусан, Зеленодольск, Шупашкар хулисен, Кỹкеç поселокĕн, Муркаш, Канаш, Тăвай, Патăрьел, Куславкка районĕсен спортсменĕсем тупăшрĕç. Пурĕ 9 команда пулчĕ. Юхма ен чысне 14ăн хỹтĕлерĕç. Шывра ишме хăнăхакансен секцине çỹрекенсем малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Хĕрачасен команди (О. Краснова, С. Яковлева, А. Салихова, А. Рубцова) 50-шар метрлă дистанцире эстафетăра ăмăртса ирĕклĕ майпа ишсе иккĕмĕш, арçын ачасем (Д. Синеев, А. Базманкин, М. Антонов, Р. Орлов) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем пурте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ.
Ачасене ăмăртăва кайма С. Рубцова, В. Платонов тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.
х х х
Олимп чемпионĕ В. Крылов парнисене çĕнсе илессишĕн 60 тата 400 метрлă дистанцисенче чупса Ульяновскинче уçă ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене Раççейĕн 5 регионĕн спортсменĕсем хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи В. Платонов тренер-преподавателĕн воспитанникĕ Вика Иванова виççĕмĕш вырăна тухса савăнтарчĕ.
А. ИЛЬИНА
Ноябрь 2024 |