Шкулта вĕренекенсене çитĕнĕвĕсене кура хаклаççĕ. Çакă тĕрĕсех те. Пултарулăхри ăнтăлушăн вара çамрăк ăру хисепе тивĕçет. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Р. Айзатулловапа 10 класа çỹрекен Н. Махмутова шăпах çакнашкаллисен йышĕнчен ĕнтĕ.
Розăпа Наиля пĕрремĕш класранпах "пиллĕк" паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Уроксене тĕплĕн хатĕрленеççĕ вĕсем. Хушма литература сахал мар вулаççĕ. Шкул, район шайĕнчи тутар чĕлхи, биологи, географи олимпиадисенче çĕнтерỹçĕсен тата призерсен йышĕнче хĕрсем. Тутар чĕлхипе тата литературипе Раççей шайĕнчи олимпиадăра та пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Роза иккĕмĕш хут (ертỹçи Ч. Вахитова) çĕнтерỹçĕ, Наиля (Г. Велиуллова) призер пулчĕ.
Хĕрсен иккĕшĕн те математикăпа "Кенгуру", вырăс чĕлхипе "Русский медвежонок" конкурссен дипломĕсем пур. Шырав-тĕпчев ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Районти "EXCELSIOR" наукăпа практика конференцийĕнче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
"Эпĕ - Раççей гражданинĕ", "Пурăн, çăлкуç!" социаллă проектсене хастар явăçаççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те "Добрята" волонтер бригадинче. Вĕсем хутшăннипе районта ачасем "Чи лайăх волонтер отрячĕ" ята тивĕçрĕç.
Роза пĕрле вĕренекенсемшĕн çеç мар, 8 класра пĕлỹ пухакан Данил шăллĕшĕн те тĕслĕхлĕ. Амăшĕ ăрăва малалла тăсакансен çитĕнĕвĕсемпе савăнатех.
Наиля - çемьери иккĕмĕш хĕр. Аппăшĕ Айгуль та шкулта кăтартуллисен йышĕнче пулнă. Ашшĕ-амăшĕн çитĕнекен ăрупа хăпартланмалăх пур.
Р. Айзатулловăпа Н. Махмутова Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнинче педагогика коллективĕн тỹпи те пур. Çавăншăн вĕрентекенсем те хĕпĕртеççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |