Хирти Пикшикри вăтам шкулта хỹтĕлевпе массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă, Чечня, Афганистан вăрçисенче çапăçнă паттăр ентешсене асра тытса стенд уçрĕç. Мероприятие Астăвăмпа мухтав çулталăкне тата Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалларĕç. Çавна май унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Петр Иванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эмир Алимов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Минулла Валиуллов, Чечняра пулнă Рифкать Халитов, Булат Даутов, вилнĕ ентешсен тăванĕсем, шкул активĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç.
Шкул директорĕ Илдар Камалетдинов коллектив пĕрлехи вăйпа пысăк ĕç тунине палăртрĕ, çавăн пекех вăл тыл ĕçченĕсен, вăрçа хутшăннисен паттăрлăхне манăçа хăвармалла марри çинчен те аса илтерчĕ.
"Никама та манман, нимĕн те манăçман" проекта пурнăçа кĕртнипе "Шырав" клуб хастарĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, волонтер юхăмĕн лидерĕ, 11 класс вĕренекенĕ Адиля Сагдеева паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ.
Шкулта 10 çул ĕнтĕ "Паттăрсемпе танлашса" гражданла-патриотла воспитани проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Тăрăшуллă ĕçĕн кăтартăвĕ те пур. Ку мероприяти те çакнах çирĕплетет. Зульфияпа Ильшат Хамдеевсем, Гелнара Алимова нумай ырă ĕç тунă. Вĕсем ертсе пынипе "Шырав" клуб членĕсем вăрçă ветеранĕсен кун-çулне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă, сăн ỹкерчĕксене тирпейленĕ, килĕсене кайса биографийĕсене çырнă.
Тĕрлĕ чĕлхепе чуна пырса тивекен сăвăсем янăрарĕç. 7 классем "Журавли" ташă ташларĕç. Паянхи пурнăçшăн пуçне хунисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Вăхăта чараймастăн çав. Малаллах шăвать.
Ноябрь 2024 |