Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020, 09:26 Просмотров: 295

Библиотекарьсемпе тěл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата РФ Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров Чăваш наци библиотекинче республикăри библиотекăсенче вăй хуракансемпе тĕл пулнă. Тĕп калаçу Раççей Конституцийĕн апрелěн 22-мĕшĕнче иртекен тÿрлетĕвĕсем тавра пынă. Раççей Конституцине халăх шухăш-кăмăлне шута илсе çĕнетме палăртнă. Тĕп саккунра ĕçе хисеплесси, тăван чĕлхене упраса хăварасси, ытти пирки те пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ тÿрлетÿсем пулĕç. Николай Васильевич Конституци чĕлхене кирек кам та хăйĕн ирĕкĕпе вĕренме кăмăл тунине гаранти пани çинчен каланă. Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре вулавăшсем пысăк тÿпе хывма тивĕçлĕ. Вĕсене модернизацилеме республикăра ятарлă программа йышăнмалла, патшалăхран пулăшу ыйтмалла.

Икě хула грант илнě

«Пěчěк хуласене тата истори пěлтерěшлě ял-салана аталантарасси» форумпа килěшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри чи лайăх проектсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Енри 4 хула хутшăннă, иккĕшĕ гранта тивĕçнĕ. Канаш «Вун икĕ çул» проект хатĕрленĕ, ăна пурнăçлама 70 млн тенкĕ парĕç. Улатăр вара «Улатăр – музейсен хули» проекта пурнăçлама 44,5 млн тенке тивĕçнĕ.

Сусăр ачасен фестивалĕ

Вăл майăн 16-мĕшĕнче Хусанти Ача-пăча академийĕнче «Салават кĕперĕ» ятпа иртет. Унта Тутар, Удмурт, Чăваш, Мари республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи 6-25 çулсенчи сусăр ачасемпе çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене мартăн 30-мĕшĕччен Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон почтăпа йышăнаççĕ.

Хăть мĕн чухлĕ çÿреме юрать

Малашне «Шупашкар – Çĕнĕ Шупашкар» маршрутпа каякан 100-мĕш троллейбуспа пĕрлехи транспорт карттипе хăть те мĕн чухлĕ çÿреме юрать. Пĕрлехи транспорт карттин хакĕ – 900 тенкĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика