ÇАК кунсенче Чăваш Республикин финанс министерстви çумĕнче ĕç ушкăнĕ туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ - бюджет хутшăнăвĕсене лайăхлатасси, муниципаллă пĕрлĕхсенче бюджет процесне йĕркелесси, районсемпе хуласенче укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсене пĕрле татса парасси. Асăннă ĕç ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне - финанс пайĕн начальникне Светлана Черновăна та кĕртнĕ. Сăмах май каласан, Светлана Алексеевна çак отрасльте вăтăр çула яхăн тăрăшать, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн яваплă ĕçĕнче 2011 çултанпа ĕçлет.
Ноябрь 2024 |