Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ саккăрмĕш çул "Управленин чи лайăх территори уйрăмĕ" конкурс йĕркелет. 2019 çул кăтартăвĕсемпе Ильсияр Карама ертсе пыракан Патăрьелĕнчи уйрăм çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, коллектив çак тупăшура иккĕмĕш хут малтисен шутне лекнĕ.
Комисси подразделенин ĕç-хĕлне кăтартусене кура хакланă. Куçман пурлăха регистрацилесси тата кадастр учетĕнчи ĕçе, регистраторсен уйăхри вăтам ĕç тиевне, электронлă майпа килнĕ ыйтусене хуравланине, çĕре мониторинг тăвассине тата çĕрйĕркелĕве, пай сотрудникĕсене тав тунисене, хавхалантарнисене тата ыттине те пăхнă. Конкурсăн пур критерине те тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн Патăрьел уйрăмне çитекенни пулман.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |