"Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара, Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара..."

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020, 10:59 Просмотров: 301

Çак йĕркесен авторĕ, пирĕн ентешĕмĕр, СССР Писательсен союзĕн членĕ, критик, сăвăç, куçаруçă, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат никĕс- левçи Василий Егорович Митта çуралнăранпа 112 çул çитнине асăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăваш сăвăçи, публицисчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, Митта Ваçлей фонд йĕркелỹçи Илья Иванов ертсе пыракан творчество ушкăнĕ - поэтсемпе ỹнерçĕсем - пулчĕç. Сăмах май каласан, тĕрлĕ çулта Митта Ваçлей премине Юхмапа Пăла тăрăхĕн 15 хастарĕ тивĕçнĕ.

Çыравçăсемпе ỹнер ăстисене чăн малтанах район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Ирина Рубцова кĕтсе илчĕ, шкулсенче Митта Ваçлейне хисеплесе йĕркелекен мероприятисем пирки каласа пачĕ, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем поэтăмăр çуралса ỹснĕ тăван ялне - Аслă Арапуçне - çул тытрĕç. Творчество ушкăнне район пуçлăхĕ Михаил Петров, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров кĕтсе илчĕç, пурте пĕрле Василий Егорович канлĕх тупнă масара çитсе вил тăпри умĕнче туç тайса чĕрĕ чечек хунă хыççăн Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Сорокина ертсе пынипе тĕп хуламăртан килнĕ поэт-писательсене юрă-сăвăпа саламларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ентешĕмĕре хисеп туса килнĕ ушкăн тĕл пулура хăйсен сăмахĕсенче Василий Егорович Митта Патăрьелсен çеç мар, республика мăнаçлăхĕ пулнине çирĕплетрĕç, унăн ячĕ те, чун-чĕререн шăранса тухнă сăввисем те вилĕмсĕр пулнине каларĕç, вĕренекенсене малашне те чăвашлăха, поэт ятне çỹлте тытма ăнăçу сунчĕç.

Çавăн пекех çула тухнă хастарсен ушкăнĕ "Çăкăр" музейĕнче ентеш-поэтăмăра халалланă куравпа паллашрĕç, "Авангард" хаçат редакцийĕн- че те пулчĕç, унăн çурчĕ çинче вырăн тупнă мемориал хăми умне чĕрĕ чечек хучĕç. Кашни тĕл пулурах ентеш-поэтăн нумай енлĕ пултарулăхĕ пирки пурте мăнаçланса калаçрĕç. Çакна тивĕçлĕ те пирĕн Митта Ваçлейĕ!

А. ЕГОРОВА.

Кĕскен

Василий Егорович Митта ялти шкултан вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Шăпах çавăн чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Па- тăрьел район хаçачĕн (ун чухне "Паянхи сас" ятпа тухнă) яваплă секретарĕ пулнă. Каярахпа Шупашкар район хаçатĕнче, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă.

1937 çулта ăна айăпсăр айăпланă, 17 çул тĕрмере ларнă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă хыççăн "Тăван Атăл" альманахра икĕ çул ĕçленĕ. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Митта Ваçлейĕ поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ, ăста куçаруçă та.

Унăн сăввисенчи кашни йĕрки чĕререн шăранса тухнă пысăк пуянлăх.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика