РСФСР халăх çут ĕçĕн отличникĕ, ЧАССР аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, филологи наукисен кандидачĕ, чĕлхе тĕпчевçи Александр Сергеевич Уськин (Патăрьел ялĕ) çуралнăранпа 100 çул (12.03.1920 - 06.09.2008) çитет.
А. Уськин Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă. Патăрьел тата Йĕпреç районĕсенчи шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1949-1967 çулсенче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хунă. 1967-1992 çулсенче - И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхин кафедрин доценчĕ.
Александр Сергеевич 30 ытла наука ĕçĕпе 4 монографи авторĕ. Тĕп ĕçĕсем: "Некоторые вопросы методики преподавания русского языка в V-VIII классах чувашской школы", "Понятие структуры и системы языка", "Лексико-грамматический класс имен в русском и чувашском языках" тата ыттисем те.
Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Халăхсен туслăхĕ орденĕсемпе, медальсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн, РСФСР çут ĕç министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Ноябрь 2024 |