Сăвăрсем вăраннă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2020, 10:48 Просмотров: 361

КĂÇАЛХИ çанталăк условийĕсем сăвăрсене те вăрах вăхăт хушши çывăрса выртма май памарĕç. Сăнанă тăрăх, вĕсем мартăн 18- 30-мĕшĕсенче çеç йăвисенчен тухнине калатчĕç. Кăçал вара "Присурский" заповедникăн Патăрьелĕнчи участокĕнчи аслă наука сотрудникĕ Миназым Рахматуллин сăвăрсем чăн малтан Хĕрарăмсен уявĕ умĕнех, мартăн 7-мĕшĕнче, пуçĕсене шăтăкран кăларса пăхнине çирĕплетет. Икккĕмĕш хут çакна мартăн 9-мĕшĕнче сăнанă иккен. Вăрăм ыйхăран вăраннă "туссем" ай сарăмне улăштарма пĕлтĕрхи типĕ курăка, хăрăк-турата пĕчĕккĕн сĕтĕреççĕ. Урăхла каласан, сăвăрсем çуркуннехи хăйсен ĕçне пикеннĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика