ЮЛАШКИ çулсенче пушар кил-çуртра çеç мар, çул çинче те йышланчĕ. Çавăнпа та автомашина рульне тытса пыракансен çул-йĕр правилине çирĕп пăхăннипе пĕрлех "хурçă утăн" электропровочĕсене сăнасах тăмалла. Кирек мĕнле автотранспорта та çын организмĕ пекех "диспансеризаци" кăларсан çеç унăн кăлтăкĕсене вăхăтра сирсе яма, çул çинчех вут хыпса илесрен асăрханма пулĕ. Акă, районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр автомашинăри электротытăм юсавсăррине пула тăватă пушар тухнă, техникăсем пурте çунса юрăхсăра тухнă. 2020 çулăн виççĕмĕш уйăхĕ çеç тăсăлать пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак сăлтавпа икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Çавăнпа та водительсен çул çинчи аварирен çеç мар, пушартан сыхланмалли йĕркесене те çирĕп пăхăнмалла. Инкек тени никамшăн та ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса ан тухтăр.
Ноябрь 2024 |