ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн Мăнкун умĕнхи типĕ малалла тăсăлать. Иисус Христос вилĕмĕнчен мухтавлăн чĕрĕлсе тăрса пĕтĕм тĕнчене çылăх тыткăнĕнчен хăтарнине чыслăн та сумлăн кĕтсе илес текенсем йăла-йĕркене, правилăсене çирĕп пăхăнаççĕ: çичĕ эрнипех типĕ тытаççĕ, чиркỹсене çỹресе кĕлĕсем итлеççĕ, çылăхĕсемшĕн ỹкĕнеççĕ, вĕсене каçарттарса Турă юнĕпе чунне ăша илеççĕ. Типĕ тапхăрĕнче хăйсене лăпкă тытни, шавлă ушкăнсенче пулманни, ырă та пархатарлă ĕçсем туни те сăваплăхпа çыхăннă. Юлашки çулсенче чиркĕве çỹресе чун канăçлăхне тупакан районта сахал мар. Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹре пая кĕрсе сыпакансем 70 çынна яхăнах пулнă.
Ноябрь 2024 |