Мартăн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми: РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе Пĕтĕм Раççейри сасăлава Чăваш Республикинче йĕркелесси.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен электронлă ĕç кĕнекисем пирки калакан саккун вăя кĕнĕ май ку ыйтăва та хускатĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, çурхи шыв-шура хатĕрленес тата тавралăха тирпей-илем кÿртес, ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе профилактика ĕçĕсем йĕркелес, ултавçăсенчен (бесконтактное мошенничество) асăрханса ăнлантарусем йĕркелессине те тĕпе хурĕç.
Информаци ушкăнĕсем ялсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисенче ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, çынсене хумхантаракан ыйтусене хуравлаççĕ. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнаççĕ.
Ноябрь 2024 |