Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2020, 10:43 Просмотров: 267

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче сĕннине тĕпе хурса кăçалтан федерацин амăшĕн (çемье) капиталĕн программине улшăнусем кĕртеççĕ. Çакна çирĕплетекен саккуна мартăн 1-мĕшĕнче йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн амăшĕн капиталне илме ирĕк пуррисен йышĕ анлăланать, патшалăх пулăшăвĕн виçи ỹсет, программа вăйра тăракан вăхăт тăсăлать, амăшĕн капиталĕпе усă курмалли çĕнĕ майсем пулаççĕ. Шăпах çак ыйтусене уçăмлатрĕ те Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева районсенчи Пенси фончĕн уйрăмĕсен ĕçченĕсемпе, журналистсемпе ирттернĕ видеоканашлура.

Ача амăшĕн капиталне тата 5 çула - 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен - тăсрĕç. Çемьере çак тапхăрта ача çуралас е усрава илес пулсан кашнийĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарать. Сертификата кайран та ĕçе кĕртме пулать.

Патшалăхăн хушма пулăшăвĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă е усрава илнĕ пĕрремĕш ачашăнах тивĕçет. Вăл 466617 тенкĕпе танлашать. Енчен те кăçал иккĕмĕш ачи çут тĕнчене килнĕ пулсан çемьене 150 пин тенкĕ хушса параççĕ.

Ача амăшĕн капиталне çурт тунă çĕре те яма юрать. Кун пек чухне ашшĕн е амăшĕн çĕр пуррине çирĕплетекен хут, пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме ирĕк пани кирлĕ.

Ача амăшĕн капиталĕпе çурт туяннă чухне илнĕ кредита саплаштарма та пулать. Ку енĕпе республикăра иртнĕ çул 3,5 пин çемье усă курнă.

Патшалăх пулăшăвĕпе ача амăшĕсем 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен усă курма пуçланă. Малтан вăл 250 пин тенкĕпе танлашнă. Ăна çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, амăшĕн пухăнакан пенсийĕ çине яма май пулнă. Каярахпа сусăр ачасене валли реабилитаци хатĕрĕсем туяннă çĕре усă курма ирĕк пулчĕ тата ытти те.

Республикăра ача амăшĕн капиталне илме 93 пин çемье документсем хатĕрленĕ. Вĕсенчен 59 проценчĕ унпа туллин усă курнă. 66 пин çемье 25 млрд тенкĕ ытлалăх пурнăç условийĕсене лайăхлатнă.

Юлашки çулсенче çак укçа-тенке ачисене вĕрентме янă çĕрте усă куракансем пур. Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çỹретнĕшĕн те татăлаççĕ тата ытти те.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика