Наркотик вилĕм сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020, 09:15 Просмотров: 226

ХАЛЬХИ вăхăтра çĕршывра наркотик тытăмлă япаласемпе усă куракан çамрăк сахал мар. Çавăнпа та ăс-тăна арпаштаракан хутăшсем çынсен аллине ан лекчĕр тесен пурин те сыхă пулмалла, иккĕленỹллĕ ĕçсем е пулăмсем сиксе тухсанах йĕрке хуралне систермелле.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Каргина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 16 - 27-мĕшĕсенче районта шăпах Пĕтĕм Раççейри "Ăçта вилĕм сутаççĕ, пĕлтер!" акци пырать. Вунăкунлăхăн тĕп тĕллевĕ наркотик тытăмлă япаласемпе сутă тума хăтланакансене тупса палăртассипе çыхăннă. Енчен те эсир усал çул çине тăнă çынсене пĕлетĕр е курнă пулсан çийĕнчех Чăваш Республикинчи "хĕрỹ линине" 8-800-100-84-02 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр. Е район полицине 6-14-92, 6-15-16 номерсемпе систерме май пур.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика