Хальхи вăхăтра ял халăхĕн пурнăçĕ, аталану çул-йĕрĕ, ырă пуçарусене пурнăçа кĕртесси вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнуран, пĕрлехи вăйран килет. Ку тĕлĕшпе пирĕн ял тăрăхĕнче пысăк чăрмав çук. Вырăнти администраци ялсен хăтлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн, тирпей-илемшĕн тăрăшни кăмăллă.
Иртнĕ çул Нăрваш Шăхальсемшĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ ыйту татăлчĕ - ялти чи вăрăм урам шутланакан Пулевей кассинчи çула асфальт сарса хăтлăх кỹчĕç, тротуар сарчĕç. Ку таранччен чăнах кунта пурăнакансем кĕркунне-çуркунне тарăхмаллипех тарăхнă. Автомашинăсене урам вĕçне, асфальт хĕррине лартса хăварнă. Мĕншĕн тесен кĕме май пулман. Васкавлă пулăшу машинисем те пирĕн пата килсен нушаланмасăр тухса каяйман. Халĕ пирĕншĕн ырлăх çитрĕ. Малашнехи тĕп тĕллев - çак хăтлăха пĕрлехи вăйпа тытса тăрасси, çула çĕмĕресрен сыхласси.
Çак урамра унччен те йышлă ача çитĕнсе ỹснĕ-ха. Паянхи кун та Пулевей кассинче тĕрлĕ çулхи шăпăрлан сахал мар. Шкула каякансем те, ача садне çỹрекенсем те пур. Çавăнпа та ĕмĕтпе пурăнакансем телейлĕ тенĕ евĕр, çывăх вăхăтра эпир çак касрах çитĕнекен ăру валли спорт площадки йĕркелесшĕн. Ачасем унта выляса савăнма, хул-çурăмне тĕреклетме, тренировкăсем тума пултарччăр. Спорта аталантарассине пирĕн ял тăрăхĕ те пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна пĕлтĕр Нăрваш Шăхальсем "Чăваш Республикинчи физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чи лайăх ял тăрăхĕ" хисеплĕ ята çĕнсе илни те çирĕплетет.
Халăхпа пурнăçлакан кирек мĕнле ĕçе те мĕнле йĕркеленинчен килет. Пирĕн урам тирпейĕшĕн, капăрлăхĕшĕн Н. Узалуков староста та питĕ тăрăшать. Вăл ертсе пынипе тăтăшах субботниксем йĕркелетпĕр. Кăçал хамăр урама лутра йывăçсемпе, хитре çеçкесемпе илем кỹресшĕн. Çакă пысăк укçа-тенкĕпе çыхăнман, кăмăл-туйăм, хавхалану çеç кирлĕ. Эпир вара май пур таран хамăр пурăнакан урам чи илемли пултăр тесе чун-чĕререн тăрăшрăмăр.
В. МИТРОФАНОВ, ĕç ветеранĕ
Ноябрь 2024 |