Сывă выльăх - пирĕн ĕçĕн витĕмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020, 09:39 Просмотров: 219

Ял хуçалăх предприятийĕсенчи, фермер хуçалăхĕсенчи тата килти хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе иртнĕ çул ветеринари служби сахал мар ĕç турĕ. Тĕпрен илсен, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби лартнă плансене пурнăçа кĕртрĕмĕр.

Ерекен чирсене хирĕçле мероприятисене вăхăтра пурнăçланăран вĕсене сарăлма памарăмăр. Пирĕн тăрăхра туберкулеза, бруцеллеза, çĕпĕр язвине, урмăш чирне, сысна чумине тата ыттисене те шута илмен. Специалистсем усал амаксем ан сарăлччăр, туса илекен продукци çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăлартăр тесе нумай вăй хучĕç. Çавăн пекех ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх, фермер хуçалăх ертỹçисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те витĕм кỹчĕ.

Уйрăм хуçалăхсенче выльăх йышлăран ветеринари тухтăрĕсен çулла пĕрре те канăç çук. Профилактикăпа диагностика ĕçне тĕпе хурса мероприятисене планпа килĕшỹллĕн туса пытăмăр. Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче витесене, тырă склачĕсене дезинфекциленĕ тата ыттине те пурнăçланă.

Районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем, уйрăм хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхрен пахалăхлă сĕт, аш-какай туса илессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Паяна Юхмапа Пăлă тăрăхĕнче сĕт пухакан 6 пункт, выльăхсене пусса тирпейлекен 9 цех пур. Эпир вара продукци çиме юрăхлине çирĕплетекен документ паратпăр.

2019 çулхи ноябрьте Юхмапа Пăла тăрăхĕнче гражданла хỹтĕлев енĕпе ирттерекен вĕренỹре ытти службăсемпе пĕрле хăрушă чирсене хирĕçле (сыснасен африка чуми) мероприятисене вăхăтра тата пахалăхлă еплерех туса ирттермеллине Патăрьел ял тăрăхĕнче кăтартса патăмăр. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа 664 пин тенкĕ тăракан ветеринарин тĕрĕслев ирттермелли мобиллĕ пункчĕпе ятарлă комиссине паллаштартăмăр. Çак вакун-прицепра хăрушă чирсемпе кĕрешнĕ тапхăрта е урăхла каласан карантин вăхăтĕнче специалистсене ĕçлеме пур услови те туса панă. Çавăн пекех Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе ĕнесемпе пушмак пăрусене йăхтармалли пункт уçнă. Районĕпе пурĕ 7 ĕçлет.

Ветеринари учрежденийĕсем хушшинче ăмăрту та йĕркеленĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе малти вырăнсене Сăкăтра, Первомайскинче, Туçара, Шăнкăртамра вырнаçнисем йышăнчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаççĕ. Уйрăмах "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕнчи О. Сорокинăна, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнчи Д. Аврелькина, "Исток" агрофирмăри Р. Ахмерова тата ыттисене те палăртмалла.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика