Кзыл Чишмара йытăсене урасран лăплантарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020, 09:51 Просмотров: 200

 ЧЫЛАЙ чухне йытта ытарлă хакланă чухне «тăватă ураллă тус», «кил хуралĕ» тетпĕр. Кăкаркăçра тăракан чĕрчуна çемье йышĕнче тесех шутлатпăр. Анчах кирлĕ пулсан вăл тусран тăшман та пулма пултарать. Унăн хỹри кукăррине нихăçан та манса каймалла мар. Урнă йытă кил хуçине те, ача-пăчана та тапăнма пултарать. Çакнашкал хăрушлăх сиксе ан тухтăр тесех Кзыл Чишмари ветеринарсем кăкаркăçра тăракан йытăсене вакцина янă. Участок заведующийĕ Халимулла Хамматов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çынсем çак ĕçе кăмăлтан йышăннă, никам та хирĕçлемен. Пĕр-икĕ кунтах вĕсем Кзыл Чишмари 49, Красномайскинчи 56 анчăка урасран, çавна май çынсене, ытти выльăха та инкек кăтартасран лăплантарнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика