Çанталăк ăшăтнă май агрономсене час-часах уй-хирте курма пулать. Пурне те тенĕ пекех кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем еплерех хĕл каçни пăшăрхантарать. Кăçал сивĕ вăхăтсем пулмарĕç тесен те юрать, анчах черчен япаласене шăнма, çĕрме нумай кирлĕ-им?
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов «Исток» çĕр ĕç фирминче пулнă. Вăл хуçалăхăн тĕп агрономĕпе Д. Ерофеевпа 163 гектар йышăнакан кĕрхисен анине çитсе курнă. Çĕр ĕç фирминче ака-суха ĕçĕсене технологие пăхăнса пурнăçлама тăрăшаççĕ, çавна май иртнĕ кĕркунне вăй илсе юлнă калчасем хĕле лайăх чăтса ирттернĕ.
- Пысăк тухăç илес тесен кĕрхисем еплерех хĕл каçнине тĕрĕслени пысăк вырăн йышăнать. Вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем туса калчасене упраса хăварма, çитменлĕхсене пĕтерме май пур, - тенĕ Виктор Игоревич çĕр ĕç фирминче тăрăшакансене акана ăнăçлă ирттерме суннă май.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |