Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакансем ялта шкул тăвас ыйтăва хускатнă май районта республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Яковлев пулнă.
Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă май вĕрентỹ отраслĕнчи çĕнĕлĕхсене тата аталанăвне сỹтсе явнă. Унтан çавра сĕтел хушшинче Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕпе Александр Майрушкинпа, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Евгений Мартышкинпа, шкул тата ача сачĕсен ертỹçисемпе курнăçнă.
Ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕн икĕ хутлă йывăç çурчĕ кивелнĕ, СанПин правилисене тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермест. Çĕнĕ Ах- пỹртсене пĕлỹ çурчĕн пуласлăхĕ, ачасен малашлăхĕ пăшăрхантарать, çавна май министр вырăнти лару-тăрупа паллашнă, депутатсемпе, педагогсен коллективĕпе, ялти хастарсемпе калаçнă.
Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче С. Яковлев Çĕнĕ Ахпỹрт шкулĕпе çыхăннă ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăннипе пăхса тухассине пĕлтернĕ. Сергей Петрович çавăн пекех Кивĕ Ахпỹрт- ри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденине те çитсе курнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА.
Ноябрь 2024 |