Республикăра, районта та çулленех туберкулеза хирĕç кĕрешсе «Шурă салтак тỹми» («Белая ромашка») уйăхлăх ирттереççĕ. Вăл мартăн 24-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 24-мĕшĕччен пырать. Ăна сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çав вăхăтра сиплев учрежденийĕсенче Уçă алăксен кунĕсем пулаççĕ. Районти тĕп больницăра ăна мартăн 28-мĕшĕнче, апрелĕн 4 тата 11-мĕшĕсенче ирттереççĕ.
Туберкулез - ерекен чир. Ăна пуçарса яраканни туберкулез патакки шутланать. Чир ытларах чухне пĕр çынран тепĕрне сывлăш урлă ерет. Ỹсĕрнĕ, кулнă, калаçнă чухне сурчăкпа сĕлекен вĕтĕ тумламĕсем 2 метртан пуçласа 9 метр таран сарăлаççĕ. Сывлăшра 30-60 минут тытăнса тăраççĕ. Сывлăшпа пĕрле вĕсем ỹпкене лекеççĕ.
Туберкулез чуптусан, ют çыннăн пирус тĕпĕсене туртсан, алă тытсан, тумтир урлă та ерме пултарать. Çак хăрушă чире шăнасем те пуçарма пултараççĕ. Апат-çимĕç продукчĕсем - сĕт, аш-какай, чирлĕ кайăк-кĕшĕк çăмарти _ урлă та сиенленме пулать. Çавăнпа та вĕсене çийиччен малтан вĕретмелле е пĕçермелле.
Енчен те çынна туберкулез патакки çаклансан, çакă чирлине пĕлтермест-ха. Бактери çулталăкĕпех, вуншар çул хăйĕн çинчен палăртмасăр пурăнма пултарать. Мĕншĕн тесен ăна иммун системин ятарлă клеткисем пусарса тăраççĕ. Сывлăх хавшасан çак патаксем аталанма пултараççĕ. Грипп, пневмони, бронхит, сахăр диабечĕ, язва, авитаминоз вĕсене çул параççĕ. Туберкулеза пуçаракан сăлтавсен шутне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем япăх пулни, час-часах ывăнни, пирус туртни, алкогольпа иртĕхни те кĕреççĕ.
Хăвăрăн туберкулез пуррине пĕлме йывăр, мĕншĕн тесен унăн паллисем ытти чирсем евĕрех. Сăлтавсăрах хăвăрт ывăнатăр, пĕрмаях тарлатăр, апат анмасть, виçе чакса пырать, ỹсĕретĕр, кăкăр клеткисенче ыратать пулсан, ỹт-пỹ температури ỹссен тата çак паллăсем уйăхран та иртсе каймасан сирĕн рентген тĕпчевĕ витĕр тухмалла. Чире вăхăтра палăртсан çĕнтерме пулатех.
2019 çулта районта 14 çын туберкулезпа чирленĕ. Пĕрин вара унпа пĕрлех ВИЧ та палăрнă. Пĕлтĕр флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр районти халăхăн 84,1 проценчĕ тухнă. Икĕ çул е унтан та ытларах çакнашал тĕрĕслевре пулманнисем Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Аслă Чемен участокĕсенче пур.
Уйăхлăх вăхăтĕнче сывлăх урокĕсем ирттермелле, ỹкерчĕксен, плакатсен конкурсĕсем, видеопрезентацисем, викторинăсем, лекцисем, вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе, преподавательсемпе калаçусем йĕркелемелле
. В. КАЗАКОВА, районти тĕп больница фтизиатрĕ.
Ноябрь 2024 |