РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕсем Пушкăрт Республикинчи 27 çулхи гражданин пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна РФ УКăн 291 статйин 1 пайĕпе, 30 статйин 3 пайĕпе (пĕчĕк сĕтев (взятка) пани) айăплă тесе шутлаççĕ.
Следстви версийĕ çакна çирĕплетсе парать. 2020 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Патăрьел урамĕпе пынă чухне ГАЗель автомобиль хуçине ГИБДД сотрудникĕсем документсене тĕрĕслеме чарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче водитель административлă право йĕркине пăсни палăрнă. Çакна хуплас тĕллевпе вăл инспектора 1,5 пин тенкĕ сĕннĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ çакна хирĕçленĕ, вăл правăна хирĕçле ĕç тунă пирки протокол çырнă.
Хальхи вăхăтра уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ. Район прокурорĕ çак йышăну саккунпа килĕшỹллĕн пулнине çирĕп-летнĕ.
Т. ПРЫГУНОВА, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн следователĕ.
Ноябрь 2024 |