Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен район администрацийĕн комиссин ларăвне тĕрлĕ сăлтавпа айăпа кĕнĕ ашшĕ-амăшĕпе ачасене чĕнеççĕ. Хальхинче те 19 административлă ĕç пăхса тухрĕç. Лару ĕçне район прокурорĕ Николай Осипов хутшăнчĕ.
Çул çитмен ачасемпе тимлекен инспекторсем çырнă 19 ĕçрен тăххăрăшĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсене пырса тивекен тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламаннипе çыхăннă. Урăхла каласан, ачасене аслисен енчен кашни кунхи тимлĕх пулманран вĕсем усал ĕçпе çыхăнаççĕ, вăхăта усăсăр ирттереççĕ. Шел пулин те, кашни ларура тенĕ пекех çул çитмен ачасем обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренине сỹтсе явнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Хальхинче те икĕ çамрăкăн çак сăлтавпа питне хĕретме тиврĕ. 18 çул тултарман ачасем автомашина руль умне ларса çула тухнăшăн та ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕн те явап тытма, штраф тỹлеме тиврĕ.
Ноябрь 2024 |