Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹл-лĕн мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 3-мĕшĕччен коронавирус сарăлассинчен хỹтĕленсе çĕршывĕпех ĕçе тухмалла мар эрне тунă. Çавна май республикăри шкулсенче, вăл шутра пирĕн районта та çак тапхăрта каникул кунĕсем тăсăлаççĕ. Ача сачĕсене, хушма вĕренỹ, вăтам професси пĕлĕвĕ илекен учрежденисене çỹрекенсем те канаççĕ.
Шкул çулне çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕ çак тапхăрта ĕçе çỹрет пулсан пепкесем валли дежурнăй ушкăнсем йĕркелеççĕ. Дежурнăй ушкăнсене Роспотребнадзор требованийĕсемпе тата СанПин нормисемпе килĕшỹллĕн йышăнаççĕ, ирсерен тĕрĕслесе кĕртеççĕ.
Апрелĕн 6-мĕшĕнчен шкулсем, техникумсемпе колледжсем ятарлă хушу пуличчен дистанциллĕ майпа вĕренĕве малалла тăсаççĕ
. Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ! Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Килте вăхăта усăллă ирттерĕр, хăвăр пĕлĕвĕре ỹстерĕр. Мал ĕмĕтлĕ пулса вĕрентỹ системин вырăнти мелĕсемпе анлăн усă курăр.
А. ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |