«Вăхăтлăха килтен тухар мар»!

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:24 Просмотров: 135

Петр САМАКИН, ĕç ветеранĕ (Тăрăн ялĕ):

- Юлашки вăхăтра этемлĕхшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă короновирус чирне пĕрлехи вăйпа, хамăрăн пысăк ăнланулăхпа парăнтарас тĕллевпе çĕршыв, республика, район та чылай ĕç турĕ. Вĕсенчен чи кирли те пĕлтерĕшли кашни çын профилактика йĕркисене çирĕп пăхăнни, карантин тапхăрне ăнланулăхпа йышăнни тесе шутлатăп. Çавăнпа та уйрăмах пирĕн, 65 çултан аслăрах çынсен, усал вирусăн мăшкăлĕ пулас мар тесе тăрăшмалла, килсенче лармалла, вăхăтлăха ниçта та тухмалла мар. Çакна чăтма пулать. Эпир те мăшăрăмпа пурне те пырса тивекен йĕркесене çирĕп пăхăнатпăр.

Минигель Ибрагимова, пенсионер (Шăнкăртам ялĕ):

- Хамăн чирĕме пула эпĕ ахаль те урамах тухса çỹрейместĕп. Ытларах килте ларатăп. Кунĕпе тенĕ пекех коронавирус пирки калакан хыпарсене телевизорпа пăхатăп, радиопа итлетĕп. Çакăншăн питĕ чун ыратать. «Авангард» хаçатăн иртнĕ номерĕнче те усал вирус пирки анлă материал пичетленĕччĕ. Тĕрĕсех: паян нимĕнле ĕçе, васкамалли мероприятисене пăхмасăрах пурте пĕрле çак чиртен сыхăлăха ỹстермелле. Инçе çула каймаллине, çын хушшине тухмалли сăлтавсене те каярах хăвармалла. Чире парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика