Сентресем тулли

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:27 Просмотров: 134

 Виктор ЛЬВОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

- Пĕр вăхăт Раççейĕпех лавккасенчен кĕрпе, макарон тата ытти продукцисене те нумайăн туянчĕç. Хальхи вăхăтра суту-илỹ точкисенче вĕсем пурте пур. Кама мĕн чухлĕ кирлĕ-_ çавăн чухлĕ илме пултарать. Çапах та апат-çимĕç продукчĕсене çителĕклĕ çеç туянма тăрăшмалла. Вăхăт иртнĕ май вĕсем пăсăлма пултараççĕ. «Магнит», «Пятерочка» йышши пысăк лавккасенче кĕрпе-макаронсăр пуçне çĕр улми, кишĕр, сухан çителĕклех.

Коронавирус чирĕнчен сыхланса «Юхма» пасарта сутакансене вăхăтлăха суту ĕçне чарма ыйтса çырнă хут панă. Кафесемпе каçхи барсене хупнă. Хальхи вăхăтра куллен кирлĕ тавар, апат-çимĕç сутакан лавккасем çеç ĕçлеççĕ.

Аптекăсенче çăвара хупламалли маска çуккине шута илсе Патăрьелĕнче вырнаçнă çĕвĕ цехĕнчи маçтăрсемпе канашлу ирттертĕмĕр. Вĕсем чиртен хỹтĕлекен хатĕре çĕлеме килĕшрĕç. Организаци-предприятинчен заявкăсем пухатпăр. Çак ĕçе пуçăнчĕç те ĕнтĕ вĕсем. Мартăн 30-мĕшĕ тĕлне 200 ытла маска çĕлеме ĕлкĕрчĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика