Хÿтĕленмелли хушма мерăсене указпа çирĕплетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:31 Просмотров: 140

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус чирĕ анлă сарăласран сыхланас тĕлĕшпе хушма мерăсем çирĕплетсе 2020 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче указ йышăннă.

Унпа килĕшÿллĕн мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм хушуччен каçхи клубсемпе (дискотекăсен) кинотеатрсен, кружоксемпе секцисен, ача-пăча вăйă пÿлĕмĕсен, кану центрĕсен, спортзалсемпе фитнес-центрсен, бассейнсен тата физкультурăпа спортăн ытти объекчĕн ĕçне чарса лартмалла.

Мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен ресторансемпе кафесем, столовăйсемпе буфетсем, барсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсем те ĕçлемĕç (дистанциллĕ суту-илÿсĕр пуçне).

Çавăн пекех çак тапхăрта илем салонĕсемпе парикмахерскисем, косметика тата СПА-салонсем, мунчасемпе саунăсем те халăха йышăнмĕç.

Мартăн 28-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 1-мĕшĕччен халăх йышлă канакан объектсен ĕçĕ-хĕлне те чарса лартнă.

Мартăн 30-мĕшĕнчен апрелĕн 4-мĕшĕччен МФЦсенче халăха тÿрремĕнех йышăнмĕç. Енчен те çын пурнăçне хăрушлăх кăларса тăратать тата çак çăмăллăха электронлă майпа тума май çук пулсан çеç унти сотрудниксем ыйтăва татса парĕç.

60 çултан аслисен чир ертес мар тесен карантинра пулмалла. Халăхăн кирлĕ кирлĕ маршăн çул çÿреве тухмалла мар. Вăл шутра туризм, кану ыйтăвĕпе те тăхтамалла.

Республикăра карантинри ватăсене волонтерсем пулăшĕç. Хастарсем вĕсем валли апат-çимĕç тата эмелсем туянĕç. Ҫакна Пĕтĕм Раççейри «Волонтер медиксем» юхăм членĕсем йĕркелĕç. Ватăсене пулăшма кăмăл тăвакансем dobro.ru сайтра регистрациленме пултараççĕ.

А. ИВАНО

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика