Патшалăхпа обществăн пĕрле ĕçлемелле

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:31 Просмотров: 123

Мартăн 25-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăха коронавирус чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе чĕнсе каланинче палăртнă тăрăх социаллă пособисемпе çăмăллăхсене илсе тăракан çынсен справкăсем йăтса тĕрлĕ инстанци тăрăх çÿремелле мар: çитес ултă уйăхра унсăрăнах тÿлĕç. Кунсăр пуçне Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене май уйăхĕнче мар, апрельтех 75 пин тата 50 пин тенкĕ парĕç. Ачаллă çемьесене те пулăшма палăртнă Президент, амăшĕн капиталне илме тивĕç ашшĕ-амăшĕ виçĕ çул тултарман ачисемшĕн çитес виçĕ уйăхра 5-шер пин тенкĕ тÿлеме сĕнет. Нумаях пулмасть Владимир Владимирович кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа 3-7 çулсенчи ачасемшĕн пособи парассине çирĕплетнĕччĕ. Ăна Президент палăртнинчен пĕр уйăх маларах, июньтех, илсе тăрассине каланă. Халĕ ĕçсĕррисене 8 пин тенкĕ параççĕ. Ку тапхăрта вăл 12130 тенкĕпе танлашĕ.

Тупăш сахаллансан кредит илнĕ çынсем те йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа «кредит каникулĕ» илме пулать. Сăмахран, уйăхри тупăш 30 процент чаксан çын вăхăтлăха кредит тÿлемесен те пултарать. Владимир Путин халăха ăнланма ыйтать. Унăн шухăшĕпе, патшалăхпа обществăн пĕрле ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç йышăннă мерăсен усси пулĕ.

А. ИЛЬИН

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика