«Мĕскĕнсене» пулăшма хыпăнса ан ỹкĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:33 Просмотров: 114

РАЙОНТА тĕрлĕ çулхи çынсене банк карттинчен шанăçа кĕрсе укçа йăкăртса илекенсем пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр-ха. Юлашки вăхăтра урăх тĕрлĕ мошенниксем тупăннине те калаççĕ. Çак кунсенче район центрĕнче пĕр çамрăк хĕрарăм пулăшу ыйтса патшалăх çуртĕнче пурăнакансен каришĕнче укçа пуçтарса çỹренĕ. Комсомольски районĕнчен-мĕн çакскер, çунса кайнă, иккĕри пĕчĕк хĕрĕпе йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ... Инкек курнине сăмахпа çеç ĕнентернĕ, ял тăрăхĕнчен панă справка та пулман, хăй кам пулни те паллă мар. Инкекрен пурне те Турă сыхлатăрах та, çынсем çак çамрăк кашни çулах çунса кайнă тесе мĕскĕнленсе çỹренине палласа илнĕ иккен. Çавăн хыççăн вăл Патăрьелĕнчен çухалнă. Общ-во Проблемы семьи Пурнăç йывăрлăхĕ вĕсене парăнтарайман ÇАК кунсенче Туçа ял тăрăхĕнче харăсах икĕ ĕç ветеранĕ хăйсен пысăк юбилейĕсене паллă турĕç. Тури Туçари Агрепина Мулюкова 90 çул, Кĕçĕн Шăнкăртамри Хайрикемель Салихова 95 çул тултарчĕç. Иккĕшĕ те саманан йывăр тапхăрĕсенче ырми-канми тăрăшнă ĕç паттăрĕсем. Вĕсем вăрçă нушине те курнă, ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăрсенче самай пилĕк авнă хастарсем. Ветерансене юбилейпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмăн пай пуçлăхĕн çумĕ Наталья Федоськина, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева саламларĕç, малашнехи пурнăçра канлĕ те лăпкă ватлăх сунчĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика