Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:25 Просмотров: 250

Тухăçлăха ÿстерме

Кăçал Чăваш Енре 20 пин гектар çинче йÿçек тăпрана извеçлеме палăртнă. Пĕлтĕр çак ĕçе 4912 гектар çинче пурнăçланă. Аграрисем тăпра пулăхлăхне ÿстерме, известь хывма 15 млн тенкĕ тăкакланă. Çав шутран вĕсене 13,7 млн тенкине тавăрса панă.

Пушартан сыхланса

Çĕршывра коронавирус сарăласран килте пулмаллине асăрхаттарнине пăхмасăрах иртнĕ канмалли кунсенче хулара пурăнакансенчен нумайăшĕ Атăл леш енне канма кайнă. Шупашкар лесничествин, вăрман хуралĕн ĕçченĕсен çине тăрсах çут çанталăк пурлăхне, пуянлăхне упрама тивнĕ. Йĕрке хуралçисем вĕсемпе калаçусем ирттернĕ, 40 кăвайта сÿнтернĕ. 2020 çулхи мартăн 30-мĕшĕнчен вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхĕн сезонĕ пуçланнă. Çак тапхăрта вăрмансене сыхлассине уйрăмах вăйлатĕç. Хальхи вăхăтра çынсене вăрмана кĕме, кăвайтсем чĕртме чарнă.

Электрон вулавăшĕнче те паллашма пулать

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хаяр фашиста ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисем ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемпе паллашма сӗнет. Чылайӑшӗ "Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке" коллекцие кӗнӗ. Кунтах _ Петӗр Хусанкайӑн 1942 ҫулта ҫырнӑ "Таня" поэми те. 2020 ҫулта Наци библиотеки «Читаем детям о Великой Отечественной войне. Ачасем валли Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр» аудиокӑларӑмӑн 2-мӗш пайне хатӗрленӗ. Унта чӑваш ҫыравҫисен 10 хайлавне кӗртнӗ. Аудиокӑларӑмпа килтен тухмасӑрах Чӑваш Республикин электрон вулавӑшӗнче те паллашма пулать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика