Чи усăллă çимĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:29 Просмотров: 537

 Çуркуннене хирĕç иммун тытăмĕ хавшать. Ỹсен-тăран, пахча-çимĕç, улма-çырла сахалрах çинĕрен витаминсем сахалрах лекеççĕ. Сывлăха мĕнле çирĕп- летмелле? Усăллă çимĕçсемпе апатланма тăрăшăр.

1. Йỹçĕтнĕ купăста. В ушкăнри, С витаминсемпе пуянскер чĕрринчен те усăллăрах.

2. Шăлан. Унăн çырлинчен вĕретнĕ чейе кашни кун ĕçсен пăсмасть. Вăл фосфорпа, тимĕрпе, калипе, магнипе пуян

3. Хура хурлăхан çырлинчен вĕретнĕ варени, желе иммун тытăмне пулăшать. Шăнтнă çырла та организма В, С, У, Д, Р, К витаминсемпе пуянлатать, юн çаврăнăшне лайăхлатать.

4. Цитрус йышшисем (лимон, апельсин, грейпфрут) сĕтел çинчен ан татăлччăр. Вĕсем организма А, В, РР витаминсемпе, магнипе, калипе, тимĕрпе, фосфорпа, натрипе, кальципе тивĕçтереççĕ.

5. Кăшкар утипе шпината апата хушса пĕçерсен аван. Шăнтнăскерсене рис кĕрпипе янтăлама пулать.

6. Пылак пăрăç. Вăл атеросклероз аталанассинчен сыхлать, пуç миминче юн çаврăнăшне лайăх витĕм кỹрет.

7. Симĕс сухан иммун тытăмĕшĕн чи усăллă çимĕç шутланать. Ăна тăтăш усă курма тăрăшмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика