«Мунча кунĕ»

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:34 Просмотров: 277

Хурлăханпа крыжовник тĕммисене папкасем сарăличчен “вĕри мунча” кĕртсе илни тĕрлĕ чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсенчен хỹтĕлеме пулăшать теççĕ хăш-пĕр пахчаçăсем.

Мунчара е урăх пысăк савăтра шыв вĕрилентермелле. Унтан ăна лейкăна ярса тĕмсене пĕрĕхмелле.

Шыв перекетлĕ пултăр, туратсене лайăх “нỹрлеттĕр” тесен темиçе турата çавăрса илсе çыхма юрать. Пĕр тĕмми валли пĕр витре вĕри шыв çитет.

Папкасем пиçсе каясран хăрама кирлĕ мар. Темĕнле вĕри шыв илсен те, савăтсене тултарнă, шăварнă вăхăтра вăл кирлĕ виçене çити чакать.

Тĕм таврашĕнчи çĕр пылчăкланасран çак ĕçе ирхи шăнпа тусан аван.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика