Ирина Калентьева - маунтинбайкăн пултаруллă пики

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:44 Просмотров: 238

Тĕрлĕ çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕн, республикăн, Раççейĕн ячĕпе сумне тĕнче шайне кăларнă Ирина Калентьева (Ягупова) (ỹкерчĕкре) чăнласах та маунтинбайкăн пултаруллă пики шутланать. Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ çирĕп кăмăллă та хастар чĕреллĕ спортсменкăпа Чăваш Ен чăнласах та тивĕçлипе мухтанать. Çак кунсенче эпĕ хальхи вăхăтра Швейцаринче пурăнакан ентешĕмпе - Ирина Николаевнăпа - телефонпа калаçрăм, унăн малашнехи тĕллевĕсем пирки ыйтса пĕлтĕм.

- Ирина Николаевна, чăн малтанах спорт каçалăкĕнче тунă пысăк çĕнтерỹсем пирки калаçу пуçăниччен çак çул çине мĕнле тăни пирки кĕскен каласа парăр-ха.

- Йышлă çемьере çуралса ỹснĕ эпĕ: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Пĕчĕк чухнех спорт енне туртăм пурччĕ. Физкультура урокĕнче чупасси, йĕлтĕрпе ярăнасси маншăн яланах чун киленĕçĕ пулнă. Ỹссе пынăçемĕн çак туйăм пысăк «юратăва» куçрĕ. Тăван шкултан 8 класс вĕренсе пĕтерсен пĕлĕве Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, каярахпа аспирантурăра малалла аталантартăм. Вĕреннĕ вăхăтрах эпĕ хама спортра ытларах та ытларах туйма пуçларăм. Турă та çула уçса пычĕ темелле, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туни мана çунатлантарчĕ.

- Паян сирĕн хушамат хыçĕнче спорстменкăн çитĕнĕвне уçса паракан хисеплĕ ят сахал мар. Вĕсем пурте ырми-канми ĕçе хаклакан наградăсем: спортăн кросс-кантри енĕпе Тĕнче кубокĕн çĕнтерỹçи (1997 _ 2001), Европа чемпионачĕн пăхăр призерĕ (2001), 2007 тата 2009 çулсенче тĕнче чемпионки, Сиднейри, Афинăри Олимп вăййисенче Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ, Пекинри (пăхăр призер), Лондонри (тăваттăмĕш вырăн) çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2003, 2009), тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2010, 2014), маунтинбайкăн «кросс-кантри» олимп дисциплинипе Раççейри чемпионат çĕнтерỹçи (2018) тата ытти те...

- 25 çул хушши спорт карьеринче пысăк çитĕнỹ тăвас тесе тăрăшрăм. Ман шутпа çакă кашни спортсменăн тĕллевĕ. Çак тапхăрта республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртуран пуçласа Раççей, тĕнче шайĕнчи пысăк чемпионатсенче, Олимп вăййисенче вăйлă спортсменсемпе старта тăма тиврĕ.

- Эсир 14 хутчен Раççей чемпионки ятне çĕнсе илнĕ! Унсăр пуçне тĕнче шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерỹçи те пĕрре мар пулнă. Урăхла каласан, чĕрĕк ĕмĕр хушшинче пуçтарнă ят-сумпа хисеп сире малашнехи пурнăçра та пулăшса пырĕç...

- Çапла пултăрччĕ, паллах. Паян çемье архивне пуянлатакан кашни медалĕн хăйĕн историйĕ. Вăрçăри пекех - мĕншĕн, хăçан, ăçта тивĕçнĕ? Маншăн чи пĕлтерĕшли тата сумли - тĕнче чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ икĕ ылтăн медаль. Çакă манăн карьерăри чи пысăк ĕмĕт пулнă. Мухтав Турра, вăл пурнăçланчĕ. Тĕнче чемпионатĕнчех пилĕк кĕмĕл, икĕ бронза медальсене тивĕçрĕм. Тĕнче кубокĕн этапĕсенче çĕнтерỹçĕ пулнисем те асăмрах. Сакăр хутчен пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине хăпарни те куç умĕнчех.

- Сăртлă-туллă çулпа велосипедпа чупасси, çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварасси пĕрре те ансат спорт тĕсĕ мар. Нăрваш Шăхаль пикине çав йывăрлăхсене парăнтарма мĕн пулăшса пынă-ши?

- Чăн малтанах спортри çитĕнỹсене, ăнăçусене хама çак çул çине тăма пулăшнă Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕпе, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Владимир Красновпа пайлатăп. Чăтăмлăхпа çирĕплĕхе туптама, умма лартнă тĕллеве пурнăçлама шăпах вăл вĕрентсе пычĕ. Ялта пурăнакан аттепе анне, Нăрваш Шăхалĕнчи учительсем умĕнче вара ĕмĕр-ĕмĕр пуç таятăп. Ача чухне воспитани никĕсне хывма шăпах вĕсем пулăшнă.

- Ирина Николаевна, йывăр пулсан та çак ыйтăва парасах килет. Иртнĕ çулхи тĕнче чемпионатĕнче эсир спорт карьерине вĕçлесси пирки каларăр...

- Ку тĕрĕсех. Хăçан та пулсан спортсменшăн çак сăмаха каламалли вăхăт çитетех. Кирек мĕн тесен те çулсем хушăнса пыни сывлăха улăштарать. Çамрăк та пултаруллă спортсменсемпе тупăшма вăйсем чакаççĕ (кулать)... Çавăнпа та ăмăртусенче маншăн чун-чĕререн пăшăрханнă ентешĕмĕрсен умĕнче пуç тайма вăхăт çитрĕ тесе шутлатăп. Тавах пурне те пĕрле пулнăшăн. Паллах, спорт манпа мĕн ватăличченех юнашар пулĕ. Паян та мăшăрăмпа велосипедпа ярăнма тухатпăр. Эпĕ пурнăçра кичемленме юратман çынсен йышĕнче. Çавăнпа та пĕр кун та пушă лармастăп. Çав вăхăтрах тăван Патăрьел районне, юратнă тăван яла та килсех çỹретĕп. Çулсеренех ман ятпа Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайк енĕпе Пĕтĕм Раççейри велоспортсменсем старта тăнишĕн çав тери савăнатăп. Çамрăк спортсменсене пурне те район, республика мăнаçлăхĕ пулма, пысăк çĕнтерỹсем туса анлă çул çине тухма ăнăçу сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика