Республикинчи Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствинче ватăсене апат-çимĕçпе, эмелпе тата ыттипе тивĕçтерме, пулăшу парас тĕллевпе «Хĕрỹ лини» телефонĕ ĕçлет: 26-11-11 тата 8-800-201-32-60. Карантин вăхăтĕнче 60 çултан аслăрах çынсен урама, магазинсене тата ытти çĕре тухса çỹреме юраманнине шута илсе районти социаллă хỹтлĕх центрĕ те кашни кунах 8-16 сехетсенче ватăсене хăйсен ыйтăвĕпе тивĕçтерме хатĕр. Пирĕн специалистсенчен дежурство йĕркеленĕ, ыйтусене тивĕçтерме автомашина та хатĕр. Пирĕн «Хĕрỹ лини» телефонĕсем: 61-0-59 тата 62-0-06.
Хисеплĕ хаçат вулаканăмăрсем, аслă çулхи çынсем! Хамăрăн пысăк ăнланулăхпа тата йĕркене çирĕп пăхăнсан çеç коронавирус чирне парăнтарăпăр. Çакна пурин те шута илме тăрăшасчĕ.
А. ВОРОБЬЕВА, районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи.
Ноябрь 2024 |