Ун пирки калакан хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче алă пуснă. Тĕрĕсрех каласан, 2020 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче йышăннă 84-мĕш номерлĕ указа улшăнусем кĕртнипе çыхăннă ку пулăм.
Вĕсемпе килĕшỹллĕн çынсен хăйсем пурăнакан вырăнта лăпланса лармалла. Ĕçе çỹремен çынсен çивĕч сăлтавсăр – васкавлă медицина пулăшăвне чĕнсе илмелли, çывăхри суту-илỹ лавккинчен питех те кирлĕ тавара туянмалли, пулăшу ĕçĕпе васкавлă усă курмалли тата ытти çивĕч сăлтав пулмасан- килтен тухса çỹреме пачах та юрамасть. Çынсемпе калаçнă чух 1,5 метран çывăха пымалла мар. Çавăн пекех çак вăхăтра чиркỹсемпе мечĕтсене те çỹрессинчен тытăнса тăмăлла. Çул çитмен çамрăксене те хăйсем пурăнакан вырăнтан халăх пурăнакан ытти пунктсене кайма чараççĕ.
Ку чарусем медицина пулăшăвĕ кỹрекенсене, право йĕркине сыхлакан, граждан оборони тата уйрăмах хăрушă лару-тăру сиксе тухасран хỹтĕленес енĕпе ĕçлекен органсене, потребительсен прависене тата çынсен тивлетлĕхне хỹтĕлекен сферăри надзор органĕсене, çавăн пекех çыннăн сывлăхне, пурнăçне, ирĕкне тата прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекенсене, обществăлла йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха сыхлакансене, преступноçпа кĕрешекенсене пырса тивмеççĕ.
Çавăн пекех апрелĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăласран хỹтĕленес тĕлĕшпе Чăваш Ен Правительствине хушма мерăсем туса хатĕрлеме хушнă
. А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |