Çул çинче нимрен ытларах тимлĕх кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 13:01 Просмотров: 236

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пай начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Д. Кудряшов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи виçĕ уйăхра çул çинче сакăр автоавари пулнă. Вĕсенче икĕ çын вилнĕ, вуннăшĕ аманнă. Нумай пулмасть çеç «Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчурел» çул çинче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕн водителĕ асфальт хĕррине ывтăнса йăванса кайнă. Юрать-ха, инкек синкерлĕ вĕçленмен. «Лада-Приора» автомашина салонĕнчи аманнă пассажирсене (вăл шутра çул çитмен ача та пулнă) çийĕнчех Патăрьелĕнчи тĕп больницăна илсе çитернĕ, пулăшу панă.

Хальхи вăхăтра коронавирус инфекцийĕн чирĕнчен асăрханса карантин пынă май çулсем çинче атомашина куçăмĕ сахалланни сисĕнет. Çапах та кирек мĕнле сăлтавпа çула тухаканăн та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, юсавсăр техника та инкек патнех илсе çитерме пултарать. 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика