Малашне Россельхознадзор тĕрĕслĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2020, 11:51 Просмотров: 231

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе ĕçлекен юридици сăпатĕнчи çынсене тата усламçăсене тĕрĕслессипе çыхăннă полномочисене кăçалтан пуçласа Россельхознадзора çирĕплетнĕ.

Тĕрĕсрех каласан, выльăх тытакан тата пусса тирпейлекен, аш-какай тата сĕт, пулă продукцийĕ сутăн тăвакан предприятие 2020 çултан пуçласа Россельхознадзорăн территорири управленийĕн инспекторĕ кăна тĕрĕслеме пултарать. Регионти ветеринари службин кунашкал ирĕк çук. Ветеринари надзорĕ çинчен калакан саккуна Раççей Президенчĕ 2019 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă. Ку таранччен предприятисене федераци тата регион шайĕнчи инспекторсем тĕрĕслеме пултарнă.

Каламалла, çĕнĕ саккун регионсенчи ветслужбăсене ытти полномочийĕсенчен хăтармасть. Тĕрĕслевсемсĕр пуçне вĕсен ытти ĕçĕсем хăйсем çинчех юлаççĕ. Сăмахран, чĕр чунсен чирĕсенчен хỹтĕленессипе тата тĕп тăвассипе, сиплессипе çыхăннă мероприятисем.

Предприятисенче техрегламентсен требованийĕсене епле пурнăçланине тĕрĕслĕç. Сăмахран, апат-çимĕç продукцийĕн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă требование. Кунсăр пуçне, предприятире производство лабораторийĕ пур пулсан федераци шайĕнчи инспекторсем тĕпчевсен протоколĕсемпе кăсăкланма ирĕк пур тата ытти те.

Тĕрĕслев ĕçĕсене федераци ведомстви "Меркурий" информаци системипе те анлăн усă курса пурнăçлĕ.

Сăмах май, ветеринари çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессин тепĕр тапхăрĕ пирки халĕ сăмах пырать. Черетлĕ улшăну килти чĕр чунсене тата ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне маркировкăпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

Çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Россельхознадзор, коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуррине кура РФ Правительствин Председателĕн хушăвне тĕпе хурса, вăхăтлăха, май уйăхĕччен, тĕрĕслевсене чарса лартнă.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика