ĔЛĔК-АВАЛАХ ватăсем сăнанă тата каланă сăмахсем пурнăç чăнлăхĕпе кирек хăш вăхăтра та тỹр килсе пыраççĕ темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ паянхи кун та чылай çын чиркỹ праçникĕсенчи сăнавсемпе малашнехи çанталăк мĕнле пулассине тĕшмĕртет, хаклать. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Пăлхавăшни уявне паллă турĕç. Çак каçхине сивĕ пулсан вăл хĕрĕх пĕр куна та тăсăлма пултарать-мĕн. Ун чухне çанталăк кăнтăрла уяр та хĕвеллĕ тăчĕ, каçхине те ăшă пулчĕ. Апла пулсан малашне сивĕтесрен хăрама та кирлĕ мар.
Ноябрь 2024 |