Сывлăхран хакли нимĕн те çук

Категория: Публикации Опубликовано: 14.04.2020, 10:44 Просмотров: 380

Шел пулин те, коронавирус инфекцийĕ сарăлсах пырать. Акă, апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре çак амакпа чирленĕ 66 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ сипленсе тухнă больницăран.

    Медицина учрежденийĕсем чирлисене йышăнма хатĕр. Çак тĕллевпе 458 койка-вырăн хатĕрленĕ. Республикăра ÿпкене искусствăлла майпа сывлаттармалли 422 аппарат пур. Çывăх вăхăтра – 36, май уйăхĕнче 94 аппарат илсе килĕç. Хальхи вăхăтра виçĕ лабораторире анализ йышăнаççĕ. Ырантан тăваттăмĕшĕ уçăлĕ.

Маларах çынсене килте пулма сĕнетчĕç пулсан халĕ çирĕп ыйтаççĕ. Çапах та пĕрех хăшĕсем килте лармалли йĕркене пăхăнмаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ маршăнах урам тăрăх утаççĕ. Республикăра ШĔМ тата район администрацийĕсен ĕçченĕсенчен 157 мобильлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Вăл шутра пирĕн районта та рейдсем ирттереççĕ. Урамра сăлтавсăр çÿрекенсене чарса протоколсем çыраççĕ.

Çавăн пекех Мăнкун уявĕ те çывхарса килет. Хăшĕсем çак кун чиркĕве каяс тейĕç. Анчах та кăçаллăха тытăнса тăрасчĕ.  Çак ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă чухне те сÿтсе явнă. Нумаях пулмасть Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл та Турра ĕненекенсене  коронавирус чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе вăхăтлăха чиркĕве çÿрессинчен тăхтаса тăма каларĕ. Сăмах май, Мăнкун кĕллине килтех Чăваш наци телекуравĕпе тÿрĕ эфирта курма май пулĕ.

Изоляцире пулмалли йĕркене ахальтен шухăшласа кăларман ĕнтĕ. Справка çуккă тăк тухса çÿреме юрамасть. Çавăнпа та хăрушă амака парăнтарас тесе йĕркене пăхăнар, хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне упрар!

А. Иванов

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика