Сăваплă çыннăн çăлтăрĕ çутă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.04.2020, 10:49 Просмотров: 212

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кĕçех 75 çул çитет. Çапах та хаяр самантсем, тертлĕ ачалăх халĕ те канăç памаççĕ вăрçă ачине - Патăрьел ялĕнче пурăнакан Роза Васюткинăна.

1938 çулта Çĕмĕрле районне кĕрекен Юманай ялĕнче кун çути курнă Роза Максимовна.

- Атте малтанхи кунах вăрçа тухса кайнă, - аса илет ветеран. - Ун хыççăнах тетĕшĕпе икĕ шăллĕне те тăшмана хирĕç çапăçăва ăсатать ял-йыш. Аттерен кайнăранпа пĕр хыпар та пулман. "Хыпарсăр çухалнă" текен пĕртен-пĕр çыру çеç кĕтсе илейнĕ килтисем. Ăçта ỹксе çухалнă унăн çăлтăрĕ? Канлĕ выртать-ши, е тамăк хуранĕнче çунса кĕлленнĕ? Нимĕн те пĕлмесĕр пурăннă эпир. Ăçта, мĕнле, тен тыткăнра? Самани йывăр пулнăран шыраттарма та хăранă. Хамăра айăпласран та шикленнĕ.

2018 çулта çеç "Мемориал" сайчĕ урлă атте ăçта вилнине шыраса тупрăмăр. Украина çĕршывĕнчи Полтава хулинче 1941 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă вăл.

Çав тери йывăр пулнă вăрçă ачисен шăпи. Анне килте пилĕк ачапа тăрса юлать. Эпĕ çемьере тăваттăмĕш пулнă. Нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕнĕ вăхăтра виçĕ çул тултарман хĕр ача вăрçă мĕн иккенне ăнлансах та пĕтереймен. Анчах та ỹссе пынăçем унăн нушине, аттесĕр пурнăçа, выçлăха чылай чăтмалла пулчĕ.

Çиме çăкăр çеç мар, çĕр улми те хĕсĕнчĕ. Пахчана акма, лартма вăрлăх юлман. Пỹртре яланах сивĕччĕ. Хутса ăшăтма вутти те пулман. Ман хыççăн çуралнă çулталăкри шăллăм шăнса чирлесе вилчĕ. Ас тăватăп-ха, хĕлле вăрмантан хăрăк турат турттарса килме аннене колхозран вăкăр панă. Имшеркке выльăх тăвайккинчен хăпарайман, ир енне çеç таврăнчĕ, шăнса пăсăлнă хыççăн чире кайрĕ.

Пурнăçĕ йывăр пулсан та анне хуçалăхра ĕне тытма тăрăшнă. Эпир, ача-пăча, çăвĕпе çум курăк пуçтарса типĕтнĕ, хĕл каçма хатĕрленĕ. Çапах та тăраниччен сĕт çисе курман. Çу, çăмарта, аш-какай пĕтĕмпех фронт валли памалла пулнă. Ытларах серте, пултăран, ут кăшкар яшки пулнă пирĕн апат. Эпир çеç мар, ман ỹсĕмри ачасем пурте çапла çитĕннĕ вăрçă вăхăтĕнче.

Çĕнтерỹ хыççăн та тулăх пулман пирĕн пурнăç. Шкулта сивĕччĕ. Урари çăпатасем хăвăрт йĕпенетчĕç, пăрланса ларатчĕç. 10-мĕш класран та çăпатапах вĕренсе тухрăм. Хут пулманран кивĕ хаçатсем çине çыраттăмăр. Вăрçă хыççăнхи вăхăтра ялти çынсем вĕрентекенсене çав тери хисеплетчĕç. Учительсем те тăрăшнă. Шкулта ачасем те лайăх вĕренетчĕç. Эпĕ хам та вĕренỹре те, обществăлла ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă. 8-мĕш класра чухне мана Мускава Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне каймалла турĕç. Унтан вара медальпе таврăнтăм.

Вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтертĕм. Манăн хăвăртрах укçа ĕçлесе илсе аннене пулăшас килетчĕ. Ял хуçалăх институтĕнче ун чухне чи пысăк стипенди панă - 28 тенкĕ. Çавăнта вĕренме кайма шутларăм. Экзаменсене "пиллĕк" паллăсемпе тытрăм. Ун чухне манăн сăн ỹкер- чĕке "Советская Чувашия" хаçатра пичетлерĕç, - аса илет Роза Васюткина.

Майĕпен çунатлă ĕмĕтсем пурнăçланса пыраççĕ. 1962 çулта, алла диплом илсен, пĕрле вĕреннĕ Патăрьел каччипе - Васюткин Иванпа - пĕрлешсе çирĕп çемье çавăраççĕ. Çамрăк ачасем пуррине пăхмасăр Роза Максимовна педагогика енĕпе аслă пĕлỹ илет. 1970 çулта Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищинче ĕçлеме пуçлать те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентет. Хастар ĕçпе, сăпайлăхпа ырă ят çĕнсе илнĕ вăл. Раççей, республика, район шайĕнчи наградăсен шучĕ те çук. Обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă.

Урари мăшăр çăпата пек пĕрле, пĕр çулпа утнă мăшăр пурнăç çулĕпе. Иван Васильевич "Батыревский" совхозра нумай çул тĕп агрономра вăй хунă. Пĕр çутă тĕллев пулнă унăн - тулăх пултăр Патăрьел уй-хирĕ. Вăл "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Шел, чире пула вăхăтсăр уйрăлса каять Иван Васильевич пурнăçран. Ял халăхĕ паянхи кун та манмасть хисеплĕ çынна.

Виçĕ ача çуратса, пăхса çитĕнтернĕ Васюткинсем. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Хĕрĕсем - Людмилăпа Светлана Шупашкарта тĕпленнĕ. Ывăлĕ -Юрий - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ята илнĕ. Вăл Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта физкультура учителĕнче тăрăшать.

Паянхи кун ывăлĕн çемйипе савăнса пурăнать Роза Максимовна. Кинĕ те вĕрентекен. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Мăнукĕ, Яна, Чăваш Республикин ĕç министерствинче ĕçлет.

"Пирĕн çĕршывра вăрçă хĕн-хурне чăтса ирттермен çемье çук. Вăрçă ачисем те çĕнтерĕве çывхартас тесе епле пулсан та пулăшма тăрăшнă. Вĕсем халь асатте-асанне, кукаçи-кукамай ĕнтĕ. Хальхи çамрăксен вĕсен чăтăмлăхне, паттăрлăхне яланах асра тытмалла, вĕсене хисеплемелле. Мирлĕ пурнăçа упрамалла",- тет Р.М. Васюткина педагог-ветеран

. Н. АЛЕКСАНДРОВА, Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика