Асăрханăр! Мошенниксем коронавируспа та услам тăвасшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2020, 09:52 Просмотров: 342

УЛТАВÇĂСЕМ çынсем патне банк карттинчен укçа сăптăрса илес тĕллевпе унăн номерне шахвăртса ыйтни пирки юлашки вăхăтра хаçатра сахал мар çыратпăр. Усалăн ури саккăр тенĕ евĕр, коронавирус чирĕпе услам тăвакансем те тупăннă иккен. Каллех питĕ асăрханма тивĕ. Çакскерсем хальхи вăхăтра çынсем патне нимĕн те мар "Эсир карантина пăхăнмасăр тĕллевсĕр урамра пулнă. Сире çавăншăн штраф..." текен тата ытти хыпарсене телефонпа СМСкăсем вĕçтереççĕ-мĕн. Штраф виçине те çыраççĕ, ăна мĕнле счет çине куçармаллине те палăртаççĕ. Хыпăнса ỹкнĕ çын нимĕн те мар асăннă суммăна куçарса пама пултарать. Çапла тума ан васкăр! Ун пек штрафсене сире никам та телефонпа пĕлтермĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика