ВЫРСАРНИКУН, апрелĕн 19-мĕшĕнче, православи тĕнне тытса пыракансем Аслă праçнике - Мăнкуна - паллă тăваççĕ. Çичĕ эрнене тăсăлнă типĕ вĕçленет. Пур уявсенчен те пысăкрах уява çулсеренех çынсем тĕплĕн хатĕрленеççĕ: кил-çурта тасатаççĕ, картишсемпе урамсене шăлса тирпейлеççĕ, пахчасенче йĕрке тăваççĕ, ĕлĕкхи пекех çăмарта сăрлаççĕ, тутлă çимĕç пĕçереççĕ тата ытти те. Çак ырă йăла-йĕркене çынсем кăçал та пурнăçлĕç. Тĕнчене пăшăрхантаракан чир тирпей-илем кĕртме, уяв савăнăçне çемьере пайлама чăрмантаракан сăлтав пулмĕ.
Анчах çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Хăвăр пурăнакан çурт-йĕр тавра пуçтарнă çỹп-çапа, типĕ курăка çунтарма та, вĕсене контейнера тултарса хума та юрамасть. Çĕрекен япаласене пĕр кĕтес тупса типтерлĕн купаласа хумалла. Вăхăт иртнĕçемĕн ăна тислĕк вырăнне те усă курма пулĕ. Çутă та Аслă уява - Христос чĕрĕлнине пурте пысăк савăнăçпа тата тирпейлĕ кĕтсе илер!
Ноябрь 2024 |