Аталанать чăваш чĕлхипе культури

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2020, 10:18 Просмотров: 303

Апрелĕн 25-мĕшне чăваш çынни И. Я. Яковлев ячĕпе çыхăнтарать. Вăл çуралнă куна Чăваш чĕлхи кунĕ тесе паллă тăватпăр. Дистанциллĕ майпа пĕлỹ пухатпăр пулин те Турханти вăтам шкулта чăваш чĕлхе эрнине ирттерме шутларăмăр. Ăна чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевича халалларăмăр.

Малтанхи кунĕнче 5-11 классенче вĕренекенсем "Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе" ятпа сочинени çырчĕç. Тепринче И. Яковлев халалĕсемпе викторина йĕркелерĕмĕр. 5-8 классенче пĕлỹ пухакансем ỹкерчĕксен выставкине хутшăнма кăмăл турĕç. Эрнекун диктант çырма хатĕрленетпĕр.

Дистанциллĕ майпа пĕлỹ пухни вĕренĕве малалла илсе пыма пĕртте кансĕрлемест. Ачасем хастарлăхне чакармаççĕ. Тăван чĕлхепе сăвă вĕренмелле-и, е пĕр-пĕр произведени вуласа хак памалла - килти ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Уроксем куçа-куçăн вĕреннĕ чухнехи евĕрлех иртеççĕ. Тепĕр чухне çитĕнекен ăру компьютер умĕнче ытларах ларни те пулать. Çакна социаллă сетьсенчи конкурссене хастар хутшăнни те çирĕплетет. Акă, улттăмĕш класри К. Нестерова тата çиччĕмĕшĕнчи Д. Егоров вĕрентỹ институчĕ йĕркеленĕ "Эпĕ чăваш чĕлхипе калаçатăп" акцие хутшăнса видеоролик вырнаçтарчĕç.

Сăвă çыракансен пултарулăхне те мала хума тăрăшатпăр. Яка вуланаканнисенне тата ăста сочинени çырнисенне шкул сайтне кĕртме тĕллев лартнă. Шкулта "Ачалăх тĕнчи" стена хаçачĕ кăларса тăратпăр. Пултаруллисен ĕçĕсем унта вырăн тупаççĕ.

Чĕлхене мала хуракансем сахал мар. 8 класри А. Романова, тăххăрмĕшĕнчи Т. Еремеева район шайĕнчи чăваш чĕлхе олимпиадинче призерсем пулчĕç. Чĕлхе вăл калама çук пысăк мул. Ун урлă эпир культурăна куратпăр, йăла-йĕркене пĕлетпĕр, историе тĕпчетпĕр.

РФ Конституцине кĕртекен тỹрлетỹсем хушшинче те наци культурипе чĕлхине тивĕçлипе упраса аталантармаллине палăртакан йĕркесем пур. Унта вырăс халăхĕн патшалăх тытăмĕнчи статусне уйрăммăн палăртма сĕннĕ пулин те, çакă ытти халăхсен пĕлтерĕшне пĕчĕклетме пултараймасть, мĕншĕн тесен пирĕн çĕршывăн патшалăх тытăмĕ - федераци.

Раççей - çĕршыври тĕрлĕ халăх тулли тата пĕр тан право никĕсĕ çинче пĕрлешсе туса хунă нумай нациллĕ патшалăх. Çавăнпа кашни халăхăн хăйĕн нацилĕхне, хăйне евĕрлĕхне, чĕлхипе культурине упраса тата малалла аталантарса пыма ирĕк пур. Патшалăхăн, Тĕп Саккунăн тивĕçĕ- федераци йышĕнчи халăхсене, кашни наци çыннине, унăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин йĕркелесе пыма майсем туса парасси.

В. САМАРИНА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика