Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе - Астăвăм сачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2020, 14:37 Просмотров: 434

ÇĔРШЫВА çăмăл мар лару-тăрăва кĕртсе ỹкернĕ коронавирус чирĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне урăхларах паллă тума хистет. Паян паттăр салтаксен ячĕпе çыхăннă чылай ĕçе онлайн мелĕпе йĕркелесе пыраççĕ. Çапах та хăш-пĕр ĕçе социаллă çыхăну урлă çеç пурнăçлаймастăн. Акă, çак кунсенче Пăлапуç Пашьелсем культурăпа кану паркĕнче усал чиртен асăрханмалли мĕн пур йĕркене пăхăнса "Çĕнтерỹ волонтерĕсем" тата Çĕнтерỹ çар пуçĕсен астăвăм фончĕ йĕркеленĕ акцие хутшăнса панулми йывăççисем лартнă. Акцин тĕп тĕллевĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă 27 миллион çын ячĕпе 27 миллион тĕп йывăç ĕрчетесси. Унпа пĕрлех çак пархатарлă ĕç асатте-кукаçи паттăрлăхне ĕмĕр упраса пурăнма чĕнекен ырă йăла та. Çавăн пекех акцие хутшăнса район администрацийĕпе "Паттăр" ФСК ĕçченĕсем те 110 тĕп йывăç лартнă.

Пăла вăрман хуçалăхĕн работникĕсем вара çак юхăмра пуçарулăх кăтартса хăйсен территорине 200 ытла пилеш, çăка, чăрăш йывăçĕсем лартса пуянлатнă. Шăхач ял тăрăхĕ те айккинче юлман, ял тăрăхне йĕркелесе янăранпа 90 çул çитнĕ ятпа уçнă паркра хисеплĕ ветерансене асра тытса хырпа чăрăш лартнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика