Ураза-Байрам умĕнхи типĕ пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2020, 14:38 Просмотров: 403

МĂСĂЛЬМАН тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн апрелĕн 24-мĕшĕнчен Ураза-Байрам умĕнхи типĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл шăп пĕр уйăха тăсăлать. Çак тапхăрта йăла-йĕркене çирĕп пăхăнакансем хĕвел тухнă хыççăн çăвара пĕр тумлам шыв та, апат та хыпмаççĕ. Унпа пĕрлех кунне пилĕк хутчен кĕл тăваççĕ, çылăхсемшĕн ỹкĕнеççĕ, тăнăç та лăпкă пурнăç ыйтаççĕ...

Православи çыннисем те Аслă Мăнкуна килте кĕтсе илнĕ пекех мăсăльман тĕнне пăхăнса пурăнакансен те çемьепех, ниçта каймасăр йăлана пурнăçлама тивет. Усал вирус чирне пула ватти-çамрăкки мечĕте, медресене утмасăр чунсене усал шухăшсенчен, ырă мар ĕçсенчен тасатас тесе кĕл тăвĕç. Çак тапхăрта сăваплă та ырă ĕç туни, ытти усал йĕркесенчен пăрăнни вара çỹлти Пỹлĕх вăйне ĕненекенсене пулăшу çеç кỹрĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика