«День Победы» юрă чăвашла янăранă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2020, 13:26 Просмотров: 260

Федерацин Атăлçи округĕнче «Наш День Победы» («Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ») юрă марафонĕ пырать. Вăл тĕрлĕ регионти юрăçсене пĕр пысăк коллектива пухать. Музыка ансамблĕсем «День Победы» юрра (кĕвви — Давид Тухмановăн, сăмахĕсем — Владимир Харитоновăн) хăйсен наци чĕлхисемпе шăрантарса эстафетăна пĕрне-пĕри параççĕ.

Майăн 6-мĕшĕнче вăл чăвашла янăрарĕ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирĕсенче, çавăн пекех халăх сечĕсенче кăтартĕç.

Видеоролика Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче, Çар мухтавĕн музейĕнче, Трактор тăвакансен культура керменĕнче ÿкернĕ. Юрра шăрантарма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн, Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем, «Соловушки» хор «Классика» юрă капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллă юрăçсем хутшăннă.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер юрă сăмахĕсене чăвашла куçарнă.

А. Иванов

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика